Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Канашлу йӗрки

1. Пӗтӗмӗшле

1. Канашлӑва кашни ҫын хутшӑнма пултарать.

2. Регистрациленмесӗр, сайта кӗмесӗр ҫырнисене малтан тӗрӗслевҫӗ ырлать.

3. Шухӑш ҫыракансен Чӑваш Ен тата Раҫҫей саккунӗсене пӑхӑнса ҫырмалла.

4. Шухӑшсене 16+ рейтингпа килӗшӳллӗн ҫырмалла.

5. Тӗрӗслевҫӗ ӗҫне тӗп администратор, чӗлхе пайӗсен администраторӗсем, ятарлӑ тӗрӗслевҫӗсем тӑваҫҫӗ.

2. Юрамасть

1. Ҫырнисенче кӳрентерни (халӑха, ушкӑна, ҫына) пулмалла мар.

2. Уйрӑм ҫынна, канашлуҫӑна сӳтсе явма юрамасть — харпӑр ҫынна ҫыру та ҫырма пултаратӑр.

3. Пӗр-пӗр пулӑма, ҫынна е ытти ӗскере рекламӑлама юрамасть.

4. Тӗрӗслевҫӗн, сайт администраторӗн ӗҫне сӳтсе явма юрамасть.

5. Темиҫе аккаунтпа усӑ курса шухӑшсем ҫырма юрамасть. Унашкаллине асӑрхасан тӗрӗслевҫӗсем сайтҫӑна сайтпа усӑ курма чарма пултараҫҫӗ.

6. Ятлаҫу сӑмахӗсемпе, усал сӑмахсемпе (вӗсене сӑмахран, «****» ҫӑлтӑрсемпе пытарсан та!) усӑ курса ҫырма юрамасть.

3. Тӗрӗслевҫӗ тума пултаракан ӗҫсем

1. Ниме пӗлтермен текстсене (абракадабра йышшисене) катертме пултарать.

2. Калаҫу теминчен пушшех те пӑрӑнса кайнӑ шухӑшсене хуратма пултарать.


 
Категорисем: Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-02-17 12:43:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3595 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем